Ҫурлан 22-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттан ялӗнче пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Халӑх пӗрле пухӑнса ял уявне паллӑ тунӑ.
Уява ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Ефремова уҫнӑ, ентешӗсене ырӑ сунса ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Унтан ялти чи хисеплӗ ҫынна палӑртнӑ. Кӑҫал ку ята Ольга Яковлевна Саввина тивӗҫнӗ.
Каярахпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тухса калаҫнӑ. Вӑл та шӑрттансене ырӑ сунса калаҫнӑ. Николай Чугаров общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Вера Федуловӑна Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шӑрттансене саламлама ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ирина Кошкина та килнӗ. Вӑл ял уявӗ халӑха пӗр тӗвве пухнине, туслӑха ҫирӗплетнине палӑртнӑ.
Уяв малалла концертпа тӑсӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн пурте тутлӑ шӳрпепе сӑйланнӑ.
Сӑнсем (47)
Васкавлӑ медпулӑшу ураписен — улшӑнусем. Нумаях пулмасть вӗсен автобази ҫӗнелнӗ. Вӗр ҫӗнӗ 23 урапа Чӑваш Ери ҫынсене пулӑшу кӳме васкӗ.
Ҫӗнӗ урапа уҫҫисене ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ку мероприяти Ҫӗмӗрлере иртнӗ.
Ҫӗнӗ урапасем Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар, Вӑрнар районӗсенче пурӑнакансене пулӑшу кӳрӗҫ. Михаил Васильевич уҫӑсене панӑ чухне Чӑваш Енре медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ ӳссе пынине палӑртнӑ.
Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче республикӑра сывлӑх сыхлавне ҫӗнетмешкӗн 5 миллиарда яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ. Унпа ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туяннӑ, пульницӑсене юсанӑ, ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсене хута яраҫҫӗ. Михаил Васильевич ҫитес ҫулла валли мелдпулӑшу ураписен паркне тӗпрен ҫӗнетме шантарнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Тури Кӗлӗшкасси ялӗнче пурӑнакан Анания Макарова ял ӑҫтан пуҫланса кайнипе кӑсӑкланнӑ та акӑ мӗн пӗлнӗ: Тури Кӗлӗшкассипе Анатри Кӗлӗшкасси ҫыннисем Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗлӗшкасси ялӗнчен куҫа килнӗ. 1650–1660 ҫулсенче куҫса килекенсем Хум шыв хӗрринче Анатри Кӗлӗшкасси ялне пуҫарса янӑ. Кӑштахран халӑхӑн пӗр пайӗ ҫӗнӗ ял — Тури Кӗлӗшкасси — пуҫарса янӑ.
2014 ҫулта Тури Кӗлӗшкасси ялӗн уявне паллӑ тунӑ. Унта Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кӗлӗшкасси ҫыннисем те килнӗ.
Кӑҫал акӑ Анатри Кӗлӗшкасси ялне паллӑ тунӑ. Малтанах Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Иванов тухса калаҫнӑ. Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Александр Яковлев та килнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров Валерий Герлова Хисеп грамотипе чысланӑ.
Унтан «Эревет» фольклор ушкӑнӗ, «Ҫавал» ансамбль тата чӑваш эстрада юрӑҫисем концерт лартнӑ.
Сӑнсем (18)
Кӑҫалхи ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне илсен, хуласемпе районсен пӗтӗмӗшле хыснине пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен тупӑш сахалтарах кӗнине Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерет. Пӗтӗмпе 10,8 миллиард тенкӗ кӗнӗ, ку вӑл 600 миллион тенкӗ сахалрах е 5,3 процент.
Тупӑш шайне ӳстернисем те пур. Ҫӗнӗ Шупашкарта унӑн хисепӗ 38 процент нумайланнӑ, Шупашкар районӗнче — 8,5 процент, Канаш хулипе Йӗпреҫ районӗнче — 5,1 процент, Пӑрачкав районӗнче — 5 процент, Улатӑр районӗнче — 1,7 процент, Комсомольски районӗнче — 1,4 процент.
Хӑйсен тупӑшӗ 18 муниципалитетра чакнӑ. Чи нумай чакни — Ҫӗмӗрле районӗнче (пӗлтӗрхипе танлаштарсан унта тупӑш 80,6 процент кӑна кӗнӗ), Тӑвай районӗ (83,7 процент), Шупашкарта (82,5 процент).
Шупашкарти 38-мӗш вӑтам шкула Раҫҫейӗн Геройӗн Леонид Константиновӑн ятне панӑ.
Леонид Константинович Йӗпреҫ районӗнчи Липовка ялӗнче 1961 ҫулта ҫуралнӑ, 2001 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ингушетинче вилнӗ. Ӑна Шупашкарта пытарнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, подполковник ятне илнӗ, 1-мӗш класлӑ ҫар летчикӗ. Сызраньти летчиксен ҫарпа авиацин аслӑ училищине 1982 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Раҫҫейӗн погранслужбин Ҫурҫӗр Кавказ регион управленийӗнче уйрӑм авиаполк эскадрильин командирӗ пулнӑ. Афганистанри ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, Ҫурҫӗр Кавказри контртеррористла операцие. 2001 ҫулта вӑл тытса пыракан РФ Патшалӑх Думин депутачӗсемлӗ вертолета боевиксем персе лектернӗ. Юн юхтараканскер хӑрушсӑр вырӑна илсе тухса экипаж пайташӗсене тата пассажирсене ҫӑлса хӑварнӑ. Хоспитале илсе кайнӑ чух сурана пула вилнӗ.
«Сӑвар, чунҫӳрев» ушкӑнра Олег Цыпленков пӗлтернӗ тӑрӑх Йӗпреҫри ЗАГСра, ҫамрӑк мӑшӑрсене ҫырӑнтаракан аслӑ пӳлӗмре, Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене вырнаҫтарман. Олег Михайлович тӗлӗнет: е Йӗпреҫ районӗ Чӑваш Республикине кӗме пӑрахнӑ, е йӗпреҫсем Чӑваш Республикин символӗсене кӑмӑлламаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» саккун тӑрӑх ЗАГС-сенче Чӑваш Республикин ялавӗ ҫакӑнса тӑмалла. Кӑна ҫак саккунӑн 4 статьин 4 пункчӗ ыйтать. Гербӗ пирки вара саккун унашкалах ҫирӗп мар.
Халӑх сурсан кӳлӗ пулать тесе ваттисем ахальтен каламан. Йӗпреҫ районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнчи ҫынсем ку пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. Ҫак кунсенче унта ялти кӗпере юсанӑ.
Ара, вӑл е ку енне лекес тесен ял халӑхӗн тавран утмалла пулнӑ. Халӗ вара ку енӗпе пӑтӑрмах ҫук. Ҫӗнӗ кӗпер самай ҫирӗп. Ун урлӑ урапа е трактор та каҫма пултарать.
Халӑх куншӑн Хурамал ял тӑрӑхӗн депутачӗсен пухӑвӗн депутатне Валерий Григорьева, район депутачӗсен пухӑвӗн депутатне Валерий Кузнецова тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Валерий Евграфова тав тӑвать.
Ӗнерхи кун, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗ, Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнче пысӑк савӑнӑҫпа ҫырӑнса юлнӑ. Ялта юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ачасем валли шкул умӗнхи ушкӑн уҫӑлнӑ.
Кӑҫал ачасем ҫӳрекен пӳлӗмсене тӗпрен юсанӑ. Халӗ унта 25 ача ҫӳреме пултарать. Энтриелсен савӑнӑҫне республика пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та пайланӑ. Вӑл та савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич халӗ ачасене тӗрлӗ енчен аталантармашкӑн пур услови те пуррине палӑртнӑ. Шкул директорӗ Андрей Треньков каланӑ тӑрӑх, шкул кивӗ пулнӑ, вӑл авариллӗ лару-тӑрурах шутланнӑ. Хысна укҫине перекетлес тӗллевпе унта шкул умӗнхи ушкӑна уҫма шутланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, паллах, савӑннӑ. Энтриел ялӗнчи шкула тӑватӑ ялтан вӗренме ҫӳреҫҫӗ.
Ку ыйтӑва ӗнерхи правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа строительство министрӗ Олег Марков доклад тунӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсен 54 проценчӗ усӑ курма хатӗррине, юсав пӗлтӗрхинчен лайӑхрах пынине пӗлтернӗ министр. Котельнӑйсене ӗҫе кӗртессипе — Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Куславкка, Канаш тата Шупашкар районӗсенче, вӗри шыв парса тӑмалли пӑрӑха юсассипе Элӗк, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче графикран юлса пыраҫҫӗ. «Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче ӑна улӑштарма та пуҫламан», — терӗ Олег Иванович», — пӗлтерет ларура пулнӑ Юрий Михайлов журналист.
Ҫуртсене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли пӑрӑха ҫӗннипе улӑштарас тӗлӗшпе Улатӑр, Куславкка, Пӑрачкав, Шупашкар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче кая юлса пыраҫҫӗ-мӗн.
Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсене хутса ӑшӑтма хатӗрлессипе Муркаш, Комсомольски, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи психоневрологи интернатӗнчен пациент тухса тарни пирки чылай маларах пӗлтернӗччӗ сайтра. Ҫав ҫынна халӗ те тупайман.
Пациент унтан кӑҫал ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех тухса тарнӑ. 56 ҫулти Александр Арсентьев халӗ те хыпарсӑр ҫухалнисен йышӗнче. Ҫак вӑхӑтра вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне килсе курӑнман.
Юлашки хутчен ӑна ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче курнӑ. Вӑл ун чухне чукун ҫулӗпе утнӑ.
Версисенчен пӗри палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрманта ҫухалса кайса вилме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл республика тулашне кайма пултарнӑ тесе те шутлаҫҫӗ. Ун ҫумӗнче нимӗнле документ та пулман.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен ҫав арҫын интернатран пӗрре те тарма хӑтланман. Вӑл 185 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ кӗске, хура тӗслӗ. Кӑштах кукша вырӑн пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |